Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗ

Елчӗк районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те ҫак кунсенче хӗрӳ ӗҫҫи пырать. Анчах ун вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ-и? Ҫак тӗллевпе Гостехнадзорӑн районти инспекцийӗн ертӳҫи А. Соловьев хуҫалӑхсене куллен тухса ҫӳрет, уй-хирти кӗрхи ӗҫсене хутшӑнакан техника юсавлӑхне тӗрӗслет.

Тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра комбайнсем ҫинче 2 огнетушительтен кая мар, ҫавӑн пекех 40 литр шыв, хӑйӑр кирлӗ. Тимӗр икӗ кӗреҫе, йывӑҫран пӗр кӗреҫе, шӑпӑр е швабра пуррине те вӑл пӑхать. пушар тухсан ӑна хупласа хума брезент кирлӗ.

Нумаях пулмасть специалист «Эмметево» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Труд» ялхуҫалӑх производство кооперативӗнче, Таяпа Энтринчи А. Петров хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче пулса унти комбайнсене хакланӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Уй-хир ӗҫченӗсемпе механизаторсем хӗрсе тимленӗ вӑхӑтра культура ӗҫченӗсем те ахаль лармаҫҫӗ. Вӗсем агитбригадӑсем йӗркелеҫҫӗ рабочисем патне тухса ҫӳреҫҫӗ.

Муркаш районӗнчи Александровскинчи уй-хир бригади патӗнче концертпа Ваҫкассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ агитбригада юрӑ-ташӑпа пулнӑ. Йӗтем ҫинче тӑрӑшкан уй-хир бригади патне вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Никифорова та кайнӑ. Йӗтем ҫинчисемпе район администрацийӗн тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи А.В. Миронов та курнӑҫнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫурлан 20-мӗшӗнче ял кунне ирттерессине пӗлтернӗ. Сосновкӑри вулавӑш библиотекарӗ Т.З. Степанова вара политика тӗлӗшӗнчен аталанма тесе йӗтем ҫинчисене тӗрлӗ хаҫат-журнал валеҫсе панӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
"Чӑваш бройлерӗн" шӑпи ҫак ҫынсен аллинче
"Чӑваш бройлерӗн" шӑпи ҫак ҫынсен аллинче

Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир те вӗҫӗмех ҫырса тӑтӑмӑр. Пӗр енчен, Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ предприяти шӑпи ҫав района кӑна хумхантармалла пек, анчах ятлӑ-сумлӑ общество республика шайӗнче те пӗлтерӗшлӗ.

Сӑнавҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хапрӑка хапрӑк хуҫисем хӑйсемех панкрута кӑларма ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫавӑн пек ыйтупа республикӑн Арбитраж судне пӗр шухӑшлӑн тенӗ пек ҫитнӗ предприятисен йӗрӗ пӗр хуҫа патне пырса тухать-мӗн.

Ӗнер Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче тавӑҫҫӑсемшӗн кӗтменлӗх сиксе тухнӑ. Хапрӑк хӑй умӗнче те апатшӑн татӑлса пӗтмен пулин те Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне хӑй тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗ. Ку хыпара ларура пулнӑ Андрей Иванов журналист хӑйӗн статйинче ҫырса пӗлтернӗ.

«Чӑваш бройлерӗпе» ҫыхӑннӑ черетлӗ ларӑва Арбитраж сучӗ юпа уйӑхӗн 4-мӗшне куҫарнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Михаил Игнатьев «Хӗрлӗ партизан» хуҫалӑхра
Михаил Игнатьев «Хӗрлӗ партизан» хуҫалӑхра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ визитпа Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче пулнӑ. Унта канашлу та ирттернӗ, лару-тӑрупа вырӑна тухса та паллашнӑ.

Республикӑна ертсе пыракан, Элтеперӗн Администарцийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «Ҫӗнӗ Чурашри «Хӗрлӗ партизан» хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗхе ҫуллахи вӑхӑтра уйра еплерех апатлантарнипе» кӑсӑкланнӑ. Михаил Игнатьев ҫӗнӗ чурашсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене тирпейлӗ пӑхса тӑнине палӑртнӑ. «Хуҫалӑхра пӗтӗмпех ӗҫсем йӗркеллӗ. Выльӑхсене ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ вӑхӑтра шыв ӗҫтерме те меллӗ. Сӗт сӑвӑмӗ ан чактӑр тесе условисем ҫителӗклӗ», — хыпарлать пресс-служба.

«Выльӑх-чӗрлӗхрен туса илнӗ тавара вырнаҫтарассипе нимӗнле чӑрмав та ҫук. Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх таварӗсен хакӗ ӳссе пырать. Ӗҫлеме те питӗ кӑмӑллӑ», — тесе каланӑ хуҫалӑх ертӳҫи Николай Иванов.

Асӑннӑ хуҫалӑх сӗте Ҫӗнӗ Чурашри сӗт савутне ӑсатать, аш-какай пӗтӗмпех Вӑрнар заводне каять.

 

Ял хуҫалӑхӗ

«Пӗрисем акара тӑрмашаҫҫӗ, теприсем ташласа юрлаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑччӗ маларах Чӑваш халӑх сайчӗ. Унта Куславкка районӗнчи Карачра агитбригада ӗҫе тытӑннине пӗлтернӗччӗ.

Хӗрсе уй-хирпе йӗтем ҫинче тар тӑкнӑ чух юрласа-ташлаканӗсем ытти тӑрӑхра та пур. Турра шӗкӗр, механизаторсемпе комбайнерсем алла купӑс илсе юрӑ ӗнӗрлесе лармаҫҫӗ. Юрӑ-ташӑпа ҫӳрекенӗсем — вырӑнти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем. Совет самани вӑхӑтӗнче пуҫланнӑ агитбригада юхӑмӗ юлашки ҫулсенче ҫӗнӗрен чӗрӗлсе илчӗ.

Вырӑнти агитбригада Шӑмӑршӑ районӗнчи «Исток» хуҫалӑха та пынӑ. Ял тӑрӑхӗнче ҫакна юрӑ-ташӑпа хавхалантарни тесе хаклаҫҫӗ.

Хуҫалӑхра ӗҫлекенсем концерт пӑхнӑ кӑна мар, вырӑнти артистсемпе пӗрле сӑн та ӳкерӗннӗ.

 

Статистика

Чӑваш Енре халӑхран пухакан сӗт хакӗ ӳснӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑра вӑтамран 1 литр сӗте 14,7 тенкӗпе туяннӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 16,7 процент ытларах.

Ҫак уйӑхра Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче сӗт хакӗ 2 тенкӗ ӳснӗ. Вӑрнар тата Муркаш тӑрӑхӗсенче 1 литршӑн 1,5 тенкӗ ытларах тӳлеме тытӑннӑ. Элӗк, Хӗрлӗ чутай, Вӑрмар районӗсенче сӗт 1 тенкӗ ӳснӗ, Каҫал тӑрӑхӗнче вара — 0,8 тенкӗ.

Патӑрьел, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче сӗт хакӗ ҫур тенкӗ кӑна хӑпарнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари служби палӑртнӑ тӑрӑх, сӗт хакӗ пахалӑхӗпе лайӑх пулнӑ ҫӗрте ӳснӗ.

Сӗт юр-варне йышӑнакан предприятисенче 1 литр сӗте 18,83 тенкӗпе илеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=167966
 

Ял хуҫалӑхӗ

Йӗпреҫ районӗнчи мӗнпур хуҫалӑх кӗрхи тырра вырма тытӑннӑ. Ку вӑл — ӗнерхи кун тӗлне илсен. Анчах вӗсен хушшинче ҫак ӗҫе вӗҫлеме ӗлкӗрнӗ хуҫалӑх та пур.

«Искра» (чӑв. Хӗлхем) колхоз кӗрхисене пӗлтӗр 105 гектар акса хӑварнӑ. Ҫав лаптӑкран унтисем 200 ҫапса тӗшӗленӗ. Тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 22,5 центнера ларнӑ. Ку вӑл районти вӑтам тухӑҫран кӑштах пӗчӗкрех-ха, мӗншӗн тесен ытти хуҫалӑхсене илсен кӗрхисем вӑтамран 25-шар центнер тухаҫҫӗ.

Ӗҫе хӑвӑрт вӗҫленӗ «Искра» пирки каласан, кӗрхи тулла «Палессе» тата «Нива» комбайнсемпе вырнӑ. Алексей Кузьмин ҫамрӑк комбайнер «Палессе»-пе 164 тонн ҫапса тӗшӗленӗ. Ҫуртрисене вырма тухичченех хуҫалӑх механизаторӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене иккӗмӗш хут ҫулса пуҫтарӗҫ.

Районӗпе вара кӗрхисене паянхи куна 1000 гектар ытларах вырнӑ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Вырма пуҫланнӑ вӑхӑтра республикӑра кашни ҫулах тӗш тырӑн хакне палӑртаҫҫӗ. Кунта сӑмахӗ, тӗпрен илсен, республикӑри предприятисем ӑна мӗн хакпа туянмаллине йышӑнни пирки пырать.

Чӑваш Енре тӗштырӑна туянакан патшалӑх предприятийӗсен шутне «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ» хыснан унитарлӑ предприятине тата «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» акционерсен обществине кӗртме пулать. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем 171,14 пин тонна тӗштырӑ туянма хатӗр.

Нумаях пулмасть республикӑра тыр-пулӑн чи пӗчӗк хакне палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, маларах асӑннӑ предприятисем тӗштырӑна унтан йӳнӗрехпе туянмӗҫ.

3-мӗш класс шутланакан апат-ҫимӗҫ туллин тоннине 8730 тенкӗпе илме йышӑннӑ, 4-мӗш класлине — 8600 тенкӗпе, 3-мӗш класран кая мар пахалӑхлӑ ыраша — 7200 тенкӗпе.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Республикӑри чылай хуҫалӑхри евӗрех Елчӗк районӗнчи «АСК – Яльчики» тулли мар яваплӑ общество ӗҫченӗсем те хирти тыр-пула тӑкаксӑр пухса кӗртессишӗн ҫине тӑраҫҫӗ.

Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, кунти хуҫалӑхра кӗрхи тулла 300 га ҫапса тӗшӗлемелле.

Вырмара «Дон-1300», «ACROS-530», «Палессе-12» комбайнсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене опытлӑ комбайнерсем: Г. Парамонов, В. Яшин, А. Пудовкин, В. Сидоров, Г. Лазерев — йӗркеллӗ тытса пыраҫҫӗ. Кӗрхи тулӑ гектартан вӑтамран 30 ытла центнер тухать.

Ҫапса тӗшӗленӗ тыр-пула Г. Егоров, А. Можаев, В. Савинов, А. Мартынов, С. Павлов водительсем вӑхӑтра турттараҫҫӗ.

Кӗрхисен лаптӑкӗсем пушанса пынӑ май сухаласах пыраҫҫӗ. Кунта В. Григорьев тракторист пысӑк хастарлӑх кӑтартнине пӗлтереҫҫӗ.

Йӗтем ҫинче те ҫак кунсенче ӗҫ шавӗ лӑпланмасть. Тӗш-тырӑ аласа тасатса кӗртекенсем агрегатсене чӑрмавсӑр ӗҫлеттереҫҫӗ.

 

Республикӑра

Етӗрне районне «Агро – ТВ» федераци телеканалӗн журналисчӗсем ҫитнӗ. Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗнче мӗнле улшӑнусем пулнӑ? Журналистсем кун пирки кӑларӑм хатӗрлеҫҫӗ.

Чи малтанах журналистсем «Етӗрнесӗт» предприятире пулнӑ. Савут мӗнле ӗҫленипе, мӗн туса кӑларнипе кӑсӑкланнӑ вӗсем. Савута пахалӑхсӑр сӗт лекме пултарнипе пултарайманни те интереслентернӗ вӗсене.

Предприяти мӗнле аталанни пирки Сергей Токсубаев тӗп директор каласа кӑтартнӑ. Халӗ талӑкра 180 тонна сӗтрен юр-вар хатӗрлеҫҫӗ. Предприяти ӗҫченӗсем шалӑва вӑхӑтра илеҫҫӗ.

Унтан журналистсем В.Чапаев ячӗллӗ лаша савутне ҫитнӗ. Унӑн пуласлӑхӗ пысӑк. Ҫурла уйӑхӗнче савут 90 ҫул тултарнӑ тӗле спорт мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ.

Тележурналистсем ял ҫыннисемпе те тӗл пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, [58], 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, ... 98
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2026 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 21

1924
102
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ.
1975
51
Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын